Алран кайми аки-сухи

17.04.2018
Çураки тапраниччен 2-3 эрне кăна тăрса юлчĕ. Çĕр ĕçченĕсем çанă тавăрсах ака-сухана хатĕрленеççĕ. Пĕрисем вăрлăх тирпейленĕ вăхăтра, теприсем техника юсаса ĕлкересшĕн. Пĕтĕмпе республикăра кăçал 560 пин гектар çĕр çинче тĕрлĕ культура акса-лартса çитĕнтермелле. Вĕсенчен 324 пинне — çурхи вăрлăхсемпе. Вăрнар районенче лару-тăру еплерех пулнине Мальвина Петрова корреспондент тишкерсе килчĕ.

Похожие видео