Пеппа Пиг - Сезон 1, сери 4 (чӑвашла)
Куçару – Марине Андреева Редактор - Улине Шарипова Вулаҫҫӗ - Улине Шарипова, Тимеккей Степанов Техпулăшу - Тимукка Хӗветӗринчӗк Чи çывăх юлташ. Пеппа хăйĕн чи çывăх юлташне Сюзи сурăх путеккине кĕтет. Салам, Сюзи. Салам, Пеппа. Сюзи сурăх путекки Пеппа патне выляма килнĕ. Пеппа Сюзине юратать. Сюзи Пеппăна юратать. Вĕсем чи çывăх юлташсем. Пеппа, тен эсир сан пӳлĕме выляма каятăр? Юрать, анне. Джордж та вĕсемпе вылясшăн. Пеппапа Сюзи пӳлĕмре вăйăсем выляççĕ. Джордж та. Ҫук, Джордж. Ку вăйă пысăккисем валли. Хăвăн вăюсене выля. Пеппăпа Сюзи хăйсем кăна вылясшăн. Эпĕ асамлă принцесса пулатăп. Эпĕ патакпа сулса илетĕп те. Эсĕ шапа пулса тăратăн. Джордж хăй пĕччен вылясшăн мар. Джордж та вĕсемпе вылясшăн. Ҫук, Джордж. Эпĕ Сюзипе вылятăп. Урăх çĕре выляма кай. Джордж Пеппăпа вылясшăн, пĕччен ăна кичем. Джордж, мана пулăшу кирлĕ, эпĕ шоколадлă печени пĕçеретĕп. Çак мискăна çулласа тасатмалла. Джордж амăшне пĕçерме пулăшма юратать. Анчах та ытларах вăл Пеппăпа выляма юратать. Эпĕ сыватакан пулатăп. Эпĕ тухтăр пулатăп. Кам чирлекен пулать? Джордж! Сюзи сыватмалла выляма юратать. Джордж та. Пеппа Джорджа итлесе пăхать. Джордж, туллин сывласа ил-ха, кайран ӳсĕрсе ил. Санăн чĕре ыратать. Пластырь çыпăçтармалла пулать. Çăварна уçăр. Сюзи Джорджăн температурине виçет. Ай-яй-яй. Эсĕ питĕ вĕри. Сан вырăн çинче виçĕ çул выртмалла. Ашшĕ Джорджа шырать. Джорджпа мĕн пулнă? Ан хăра, атте, эпир вылятпăр. Джордж пирĕн чирлекен. Ааа, ăнланмалла. Чирлекен патне пырса кайма юрать-и? Анчах та нумай вăхăтлăха мар, вăл ывăнма пултарать. Печени! Печени! Ҫапла, Джорджа сывалма пулăшакан эмел. Каçарăр та, тухтăр, мана пулăшу кирлĕ: манăн хырăм пăкăртатать. Ой, кăтăклать. Сан унта мĕнле выйлă лăкăртатать, атте, санăн апат çиес килет. Апла пулсан, сывалас тесен, мана нумай печени кирлĕ. Мана та. Мана та. Мана та.