Авалхине аса илсе
Аваллăхсăр малашлăх çук. Çакна тĕпе хурсах Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем тĕрлĕ уяв йĕркелеме тăрăшаççĕ. Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакансем нумай çул иртнĕ хыççăн ял уявне ирттерессине каялла чĕртсе ячĕç. Аркăллă кĕпе тăхăннă, тĕрленĕ тутăр çыхнă хĕрарăмсем вайă картине тăчĕç. Кас суханне касмăттăм та çиес килни пĕтерет, эпĕ çак вăййа тухмăттăм та – тухас килни пĕтерет. Çак сăмахсене кивĕэйпеçсем ĕлĕк кашни çулах илтнĕ. Вырăнти халăх ял уявне хатĕрленнĕ май, авалхине каялла чĕртсе тăратма тĕллев лартнă та. Ĕлĕкхине каялла тавăрнинче культура çурчĕн ĕçченĕсен тӳпи пысăк. Клуб çумĕнче нумаях пулмасть хĕрарăмсен пултарулăх ушкăнĕ йĕркеленнĕ. ТАТЬЯНА СУСМЕТОВА: «Ялăн пуласлахĕ, чăнахах та, шухăшлаттарать. Çамрăксем яла юласшăн мар. Ĕлĕкхи йăла-йĕркесене чĕртсе ярса ялăн малашлăхне тăсас терĕмĕр». Алă вăй виçесси, калуш ывăтасси, кире пуканĕ йăтасси – тĕрлĕ спорт ваййинче хăйсен вăйне тĕрĕслесе пăхма пултарчĕç ялта пурăнакансемпе хăнасем. Вĕрен туртасси вара чи вăйлисене палăртрĕ, çав вăхăтрах çынсене пĕрлештерчĕ те. Пĕр урамра пурăнакансем, пĕр йăх, пĕр класра вĕреннисем, пĕр вырăнта ĕçлекенсем – тĕрлĕ ушкăнпа вĕрен туртрĕç кивĕэйпеçсем. Пĕртăван Никифоровсене вара çитекенсем пулмарĕç. АЛЕВТИНА БАРАНОВА: «Канат туртнă çĕрте пирĕн çемье, Никифоровсен çемйи 1-мĕш тухрĕ. 5-6 çемье хушшинче ял халăхĕ тăрăшса эпир 1-мĕш выран йышăнса илтĕмĕр. Пирĕншĕн пурте тăрăшрĕç. Эпир хамăр çемьепе калуш ывăтмашкăн яланах калуш илсе пама тăрăшатпăр». Купăсçăсен фестивалĕ те курма килекенсене тыткăнларĕ. Кавалти, Кивĕ Эйпеçри, Энтепери вăйçăсем халăха ура хуçса ташлаттарчĕç. Николай Чернов купăсçă тупăшăва тухсан ăна çывăх çынни те пулăшма васкарĕ. 80 çулти амăшĕпе ывăлĕн юррине куракансем çăвара шыв сыпнăн итлерĕç. Ял уявĕнчех кăçал пĕрремĕш хут Кивĕ Эйпеçĕн хисеплĕ çыннисене палăртрĕç. Çак хисепе Леонид Григорьевпа Николай Чернов тивĕçрĕç. Пухăннисем пурте ял кунĕ ăнăçлă иртнине палăртрĕç. ЛЕОНИД ГРИГОРЬЕВ: «Ял праçникĕ пулнă мĕн авалтанпах. Çак праçнике ĕлĕкхи çулсенче кăмăллă ирттереттĕмĕр. Анчах юлшки 30 çулта вăл чакса пычĕ. Кăçал вара, чăннипех, пысăк уяв». ВАЛЕНТИНА ХАРДОВА: «Пурте вылярĕç, кулчĕç, ташларĕç. Вăйă пулчĕ. Вăйăран юрласа килчĕç. Пурте чăвашла, эпир савăнса лартăмăр». Юрласа ташланипе çеç мар, ял уявĕччен Кивĕ Эйпеçĕнче пĕлтерĕшлĕ ĕçсем те тунă. ЮРИЙ АЛЕКСЕЕВ: «Ялăн культура çурчĕ умне тирпей-илем тăвас тесе уйрăм предприниматель 12 куб бетон парса пулăшрĕ. Çавăн пекех ял халăхĕ тăрăшнипе сцена туса хутăмăр. Çамрăксен пуçарăвĕпе ял варринче çамрăксен паркне те йĕркелерĕмĕр. Çак ĕçре пирĕн ял старости Кожевников Николай Зиновьевич питĕ пысăк вăй парать. Çак парка йĕркелемешкĕн пулăшакансем те питĕ нумайăн. Вĕсенчен пĕри Григорьев Леонид Лукиянович тата вĕсен ывăлĕ Григорий». Çак йăлана пăрахасшăн мар кивĕэйпеçсем, малашне те ял кунĕччен халăх вăйĕпе пĕр-пĕр пĕлтерĕшлĕ ĕç тума палăртаççĕ
Похожие видео
Показать еще