Мариупольти çуртсене юсаççĕ

24.10.2022
Мариуполь хулинче пурăнакансене Чăваш Ен тĕрлĕ енлĕ пулăшать. Авăн уйăхĕн вĕçĕнчен Донбаса Чăваш Республикинчен 3 строительство организацийĕ кайнă. Вĕсем нумай хутлă çуртсене йĕркене кĕртеççĕ. Объектсем патне юсама кирлĕ материала çителĕклĕ кӳрсе килнĕ. Строительство хатĕрĕсемпе республика та тивĕçтерет. Чăваш Енри промышленность тата энергетика министерстви саккасĕпе çак кунсенче чӳрече тăвакан пĕрлешӳ черетлĕ пулăшу ăсатрĕ. Иван Андрюшкин чӳрече тăвакан пĕрлешӳре 5 çула яхăн тăрăшать. Ĕçĕ яваплă та йывăр. Оборудовани хыççăн ĕлкĕрсе пымалла. Чи кирли – кантăк рамисене юрăхсăра кăларма юрамасть. ИВАН АНДРЮШКИН: «Чӳречесем халь Мариуполь валли тăватпăр. Саккас нумайланса кайрĕ. Ĕçĕ нумай. Ĕçне кăштах тăсрăмăр. Ултăччен ĕçлетпĕр отправить тума. Ĕлкĕрмелле. Ку çĕнĕ парти. Хамăр вăйпа пулăшасшăн». Ĕç кунĕ вăрăмланнăшăн тата канмалли кунсенче ĕçе тухнăшăн пĕрлешӳре вăй хуракансем хирĕçлемеççĕ. «Инкеке лекнисене вăй çитнĕ таран пулăшма, тивĕçлĕ условисем туса пама кăшт та пулин пулăшар», – теççĕ. Хальхинче Мариуполь хулине 4-мĕш машина çула тухрĕ. Пысăк тиевлĕ техника çывăх вăхăтра вырăна çитĕ.

Похожие видео