Университет смени
Раççей çут ĕç министерстви тата вĕрентӳ министерстви «Университет смени» пĕрлехи проект пуçарнă. Унта хутшăнакансем – Донецк тата Луганск халăх республикисенчен килнĕ 12-17 çулхи ачасем. Илья Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Иван Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕсем каччăсемпе хĕрсем валли кану программине хатĕрленĕ. Унта экскурсисем, ăсталăх класĕсем кĕртнĕ. Мĕнпе асра юлнă-ха вĕсемшĕн Чăваш Енре ирттернĕ кунсем? Тĕплĕнрех – пирĕн сюжетра. 10 кун Чăваш Енĕн тĕп хулипе шурă Шупашкарпа паллашма пултарнă Донбасран килнĕ яш-кĕрĕм. Пуринчен ытларах вĕсене чăваш апат-çимĕçĕ килĕшнĕ иккен. КРИСТИНА ДАНИЛОВА: «Чăваш музейĕсене каймалла пирĕн вĕсемпе. «Акконда» каяс пулать тата теплоход çинче ярăнас пулать. Ачасене эпир паян ирех Канаша кайса илтĕмĕр. Вĕсем питĕ кăмăллă. Питĕ лайăх калаçрĕç вĕсем». Татьяна Каленчук проектпа килĕшӳллĕн трактор музейне, Чапаев музейне, Сĕнтĕрвăрринче паллă, илемлĕ вырăнсене çитсе курма май пулнишĕн питĕ хĕпĕртенĕ. Чăваш патшалăх педагогика университетне республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та çитсе курчĕ. Ачасене вăхăта усăллă ирттерсе канма сунчĕ. Раççейре 200 ытла тĕрлĕ халăх туслă пурăннине палăртрĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева вара шкул тапхăрĕнчи чи телейлĕ самантсем çинчен Илья Ульянов ячĕллĕ аслă шкулта «Университет сменинче» каннă çамрăксене каласа пачĕ. «Чи пĕлтерĕшли – ĕмĕт. Ун патне пĕчĕк утăмсемпе кунсерен çывхарни тата хăвăра шанни», – терĕ Алла Леонидовна депутат. Музейсемпе тĕрлĕ предприяти ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнисĕр пуçне Донбасран 10 кунлăха Чăваш Ене канма килнĕ çамрăксене тĕрлĕ професси вăрттăнлăхĕпе паллашма пулăшаççĕ. Çав тĕллевпе тĕрлĕ ăсталăх класĕсем, лабораторисем йĕркеленĕ. Регина Кубайкина, Дамир Хантимиров, Алексей Иванов, Павел Иритков, Сергей Емельянов