Ыйтусем уçăмланаççĕ

21.07.2022
Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева черетлĕ йышăну ирттерчĕ. Куçа-куçан тĕл пулса, дистанци мелĕпе те ыйту пама май килчĕ ăна. Хальхинче Алла Леонидовна 20 ыйтăва шута илчĕ. Михаил Сорокин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, 1-мĕш ушкăн инваличĕ. Унăн ячĕпе Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева патне йышăнăва Геннадий ывăлĕ килчĕ. Тӳрех 3 ыйтăва уçăмлатма тăрăшрĕç пухăннисем. 97 çулти ветеран пĕчченех 1978-мĕш çулта хута янă хваттерте пурăнать. Вăл кивелнĕ ĕнтĕ, юсав кирлĕ. Яваплисем хваттер тăрăмне тишкернĕ, унта 470 000 ытла тенкĕлĕх юсав ирттермеллине палăртнă. Сантехникăна пĕтĕмĕшле улăштарĕç. Шупашкар хулин хыснинчен çакна пурнăçлама укçа уйăраççĕ, çывăх вăхăтра ветеран çĕнелнĕ хваттерте пурăнма пуçламалла. Алла Леонидовна ветеранăн Таврия машинипе тата çăвапа çыхăннă ыйтăвĕсене те пурнăçлама шантарчĕ. «Михаил Григорьевич çак çамăллăха тивĕç. Çитменнине вăл 85 çулччен халăхшăн ĕçленĕ. Вăрçă ветеранĕсене пирĕн яланах пулăшмалла», – терĕ депутат тĕл пулăва пĕтĕмлетсе. Депутата Етĕрне тăрăхĕнчен килнĕ ушкăн та интереслентерчĕ. Çĕршыври лару-тăру ылмашăннине мала кăларса çĕнĕлле ĕçлемелли майсем шырамалли пирки калаççĕ етĕрнесем. Чарусем пулнипе чикĕ леш енчи туризм кайри плана тухать. Хамăр çĕршыврах канма май пур вырăнсем йĕркелемелле. РОЗА ИВАНОВА: «Ядрин вăл питĕ историпе пуян хула. Чăвашсем те пĕлмеççĕ пуль вăл историне. Хула историне петĕм Раççей халăхне пелтересшĕн. Вăл питĕ пысăк проект. Ун пирки кăна мар калаçрăмăр. Ядрин районĕнче туристический центрсем тăвасшăн». «Етĕрне – Раççейĕн ылтăн хапхи» проект Алла Леонидовнăна килĕшрĕ. Галина Рубан ку ыйтупа нумай ĕçленĕ. Иван Грозный Хусаналла кайнă чухне шăпах çак хулара чарăннă. Форпост вырăнĕ. Кунта йĕтре шăрантарнă. Çавăнтан пулса кайнă та Етĕрне ят. РОЗА ИВАНОВА: «Халь туризм валли государственный поддержкăсем питĕ вăйлă. Çавăнпа та çакна Алла Леонидовна пулăшнипе сентябрь уйăхĕнче пурте пĕрле пуçтарăнса калаçасшăн». Вĕрентӳ, çуллахи кану, сывлăх енчен хавшакраххисене пулăшасси – йышăнăва килекенсем тĕрлĕ ыйтăва хускатрĕç. Алла Салаева депутат пуринпе те ĕçлеме палăртрĕ. Алина Сусметова, Игорь Зверев

Похожие видео