Витаминлă сĕт - сиплĕ те тутлă

23.03.2022
Сĕт, турăх, йогурт, хăйма, тăпăрчă. «Ядринмолоко» заводра вун-вун ытла тĕрлĕ продукци туса кăлараççĕ. Чăваш Енре пурăнакансем те, ыттисем те вĕсене тутанса курнă ĕнтĕ, юратса туянаççĕ. Кунти юр-вар тутипе те, пахалахĕпе те уйрăлса тăрать. Мускавра иртекен «Продэкспо» куравра Етĕрнери сĕт-çу завочĕ яланах мĕн те пулин çĕннипе тĕлĕнтерме тăрăшать. Хальхинче те çаплах пулчĕ. Сĕт-çу завочĕ Д витамин хушнă сĕт кăларма пуçланă. Курава пухăннисемшĕн пысăк парне пулчĕ ку.

Похожие видео