Сăвăсран упранар
Ăшă кунсем çитсенех пĕтĕм çутçанталăкпа пĕрле сăвăссем те чĕрĕлеççĕ. Çак пĕчĕк чĕрчунсем вăрманта кăна мар, килти пахчара та тапăнаççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри вара этем сывлăхне самай хавшатма пултарать. Чи хăрушши – сăвăссем энцефалит чирĕ пуçарни. Кăçал çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа 29-мĕшĕччен çеç Чăваш Енре сăвăс ӳт-тире тăрăннипе 45 çын шур халатлисенчен пулăшу ыйтнă, вĕсен йышĕнче – 21 ача. Сăвăса ӳт çинче курсассăнах сыватмăша тĕрĕсленме, кирлĕ пулсассăн профилактика ирттерме çул тытмалла. Чăваш Енре сăвăс çыртнипе сыватмăшсене 423 çын пынă, вĕсенчен çурри ытларахăшĕ – ачасем. Чăваш Республикин эпидемиологипе гигиена центрĕн лабораторийĕнче çынсен ӳчĕсем çинчен илнĕ 58 сăвăса тĕрĕсленĕ. Кăтарту пĕлтĕрхинчен аванрах. Çак хурт-кăпшанкă алхасса ан кайтăр тесе Чăваш Енри массӑллӑ кану вырӑнӗсене, ача-пӑча лапамĕсене им-ҫам сапсах тăраççĕ. Хальлĕхе ку ĕçе 445 гектар çинче пурнăçланă. Сăвăсран шар курас мар тесен пĕрре те тăкакланмалла мар, хăш-пĕр йĕркесене çеç пăхăнмалла. Вăрăм çанăллă кĕпе тăхăнмалла. Урари пушмак уçă пулмалла мар. Май пур таран пуçа та хупламалла. Енчен те ӳт çинче сăвăс курсан хăраса ӳкмелле мар – çывăхри сыватмăша е травмпункта каймалла. Килте те сăвăсран хăтăлма пулать. Юн ĕçекене сехет йĕппине хирĕç темиçе хутчен пĕтĕрмелле те хăвăрттăн туртса илмелле
Похожие видео
Показать еще