Ыйту татăлĕ-ши?

23.03.2022
«Шупашкар – Çĕнĕ Шупашкар» маршрут. Çĕнĕ çул пуçланчĕ пулин те çивĕч ыйту вара пĕр çул кăнма мар тăсăлать. Ирхине ларса кайма çук, чылай вăхăт кĕтмелле тата ытти чăрмавсем пирки калаççĕ химиксен хулинче пурăнакансем. Сăмса умĕнчех алăка хупаççĕ, кĕртмеççĕ. Тĕп хулана кайма та, каялла таврăнма та чĕр нуша. Ĕçе е кирлĕ вырăна вăхăтра çитме иртерех тухмалла. Анчах ĕлкĕрĕн-ши? – Ку маршрутпа чылай çын çӳрет. Тимĕр утсем сахал е тата темскер. 270-мĕш, 220-мĕш питĕ нумай килеççĕ. 234-мĕш маршрут пĕрре килнĕ çĕре 270-мĕш тăватă маршрут килет. Паян ирпе 25 минут кĕтнĕ. Кăрлач уйăхĕнче 234 маршрутпа нумай вырăнлă автобуссем çула тухмалла пулнă. Анчах конкурсра çĕнтернĕ турттаракан хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлайман. Çакна ятарлă комисси те палăртнă. Çынсен вара маллалла шар курма тивет. – Автобуссем ытларах ямалла. Пичкери пулă евĕр пыратпăр. Маршрута кĕтсе илме те май çук. Хама начар туйнипе ларнă маршруткăран тухни те пулнă. Киле таксипе кайнă. – 334-мĕш маршрута тавăрса парăр пире. Ăна пĕтернипе начар-им?. Паллах начар, питĕ. Çурçĕр-хĕвеланăçне винокуровăран кайма çук. Çапах та 234-мĕш маршрута кăмăллакансем те сахал мар. Автобуспа каймасăрах унпа каяççĕ. Вăл меллĕ, час-час çӳренине палăртаççĕ çынсем. – 101-хăвăрт пур. Эпĕ 234 кăмăллап. – Мĕншĕн? – Меллĕ, хăнăхнă. Унта пысăк автобуссем, çапах та эпĕ кунпа хăнăхнă. – Мана питĕ меллĕ. 234 маршрутпа эпĕ кашни кун çӳретĕп. Каçхине тăваттăран пуçласа ултă сехетчен автобуса кĕре май çук. Ытти веçех тивĕçтерет. Час-часах çӳрет. Пĕр хуларан тепĕр хулана çитес ыйту питĕ çивĕч. Вăл паян кăна сиксе тухман. Тимĕр утпа çӳрекенĕн, паллах, меллĕ çитесшĕн, турттараканăн вара тупăш малти вырăнта. 234-мĕш машрутпа пĕрлех автобус çине 270-мĕш маршрутăн та куçмалла пулнă. Анчах кунта та турттаракан явапсăр пулнине палăртмалла. СВЕТЛАНА ДЕНИСОВА: «Хальлĕхе çак перевозчиксемех çынсене пĕчĕк маршрутсемпе турттарĕç. Çывăх вăхăтра тепĕ конкурс пулать. Вăл йĕркеллĕ иртсен тепĕр çур çултан асăннă маршрутсемпе вăтам тата пысăк класслă автобуссем çӳрĕç». Алексей Зотиков, Анна Цинтовская, Сергей Емельянов

Похожие видео

Показать еще