Ака пырать

05.05.2022
Çуркунне – ака вăхăчĕ. Республикăри хуçалăхсем çителĕклĕ вăрлăх хатĕрленĕ. Тĕрĕслев витĕр тухнисен 98 проценчĕ кондицие ларнă. Вăрлăхăн шăтаслăхĕ çичĕ районти хуçалăхсенче çĕр процентпа танлашать. Хĕвеллĕ кунăн кашни сехечĕпе усă курма тăрăшать çĕр ĕçченĕ. Паян Чăваш Енри пур районта та акана пуçăннă. Паллах, çумăр çукалани вăхăтлăха ку ĕçе чарса лартать. Апла пулин те пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене хальлĕхе 22 пин çурă ытларах гектар çинче акма ĕлкĕрнĕ. Вăрлăха акиччен им-çамлаççĕ. Чăваш Енри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, хальлĕхе ку ĕçе 18 000 ытла тонна пурнăçланă. Кунта ытларах çĕрпӳсен, пăрачкавсен, канашсен, патăрьелсен, елчĕксен тӳпи пысăк. Улатăрсем кирлĕ вăрлăхăн 72 процентне им-çамлама ĕлкĕрнĕ. Хуçалăхсенче хальлĕхе ытларах урпа акаççĕ. Ăна 10 000 ытларах гектар çинче пурнăçланă. 7 районта пăрçа йышши культурăсене акма ĕлкĕрнĕ, унăн кăтартăвĕ 855 гектарпа танлашать. Çураки кăçал пĕлтĕрхипе танлаштарсан кая юлса пырать. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне 34 000 ытларах гектар çĕре ĕçе кĕртм

Похожие видео

Показать еще