«Валдай» Хусан хулине çула тухрĕ
Халĕ Шупашкартан Хусан хулине Атăл илемĕпе киленсе çитме те пулать. Ĕнер Шупашкарти юхан шыв портĕнчен «Валдай» карап пĕрремĕш рейса тухрĕ. Билет хакĕ миçе тенкĕ? Шыв айĕнче çунат сарса çӳрекен карапсемпе çитес вăхăтра ăçта çитсе курма май пулĕ? Çак тата ытти ыйту хуравĕ – пирĕн сюжетра. Çуллан пĕрремĕш кунне ĕмĕрлехех асра хăварса Атăл юхан шывĕн чуна хумхантаракан хумĕсем тăрăх çул çӳреве тухма чылай çын кăмăллать. Халĕ çак майпа усă курса кӳршĕлле регионсене çитсе курма та пулать. Чăваш Енре çак транспортăн çул-йĕрне уçни шалти туризма аталантарма, экскурсисен шутне ӳстерме май парать. ВЛАДИМИР ОСИПОВ: «Хăвăрт çӳрекен карапсем Шупашкарта 70-80 мĕш çулсенчех çынсене турттарма пуçланă. Ун чухне вĕсем Чулхулана та, Хусана та, Самарăна та çӳренĕ. Халĕ пирĕн тĕп тĕллев – малтанхи маршрутсене тепĕр хутчен пуçарасси, вăхăт иртнĕ май çĕннисене йĕркелесси. Çакна çынсем те кĕтеççĕ». «Валдай» карапа çĕнĕ тапхăрти пĕрремĕш çулçӳреве – Хусан хулине – савăнăçлă лару-тăрура, оркестр сассипе ăсатса ячĕç. Хăтлă та меллĕ транспорта пĕр харăс 45 пассажир вырнаçать. Хальхинче вара Хусан хулине çитсе курма 35 çын кăмăл тунă. Вĕсен йышĕнче юхан шыв порчĕн ветеранĕсем те пулчĕç. Карап сехетре 65-75 çухрăм хăвăртлăхпа çӳреме пултарать. Тутарстан Республикин тĕп хулине вăл вăтамран 3 сехетре çитет. Шупашкартан ирхи 8:00 сехетре хускалса каять, каялла вара 16:00 сехетре килме тухать. ЕКАТЕРИНА НИКОЛАЕВА: «Мана питĕ килĕшрĕ, хăтлă, кондиционерсем ĕçлеççĕ, туалет та, шыв та, пĕчĕк хумсемпе ĕçлекен кăмака та пур, тĕлĕнтĕм. Питĕ кăсăклă пулчĕ сăнаса пыма». Билетсене онлайн мелпе туняма пулать. Аслисем 600 тенкĕпе, ачасем вара 300 тенкĕпе карап çине ларма пултараççĕ. 5 çул тултарман шăпăрлансемшĕн çул çӳрев – тӳлевсĕр. Чăваш Ен харпăрлăхĕнче пĕтĕмпе 3 «Валдай». Çитес вăхăтра вĕсем Чулхула, Козмодемьянск, Сĕнтервăрри, Сĕве тата Юрнă хулисене çула тухма тытăнĕç. Юлия Адюкова, Ольга Артемьева, Сергей Емельянов, Михаил Солин