Хаксем мĕншĕн ӳснĕ?

24.03.2022
Нумай хутлă çуртри хваттерсене ăшăпа тивĕçтернĕшĕн Шупашкарта «Т-плюс» пĕрлешӳ нумай пулмасть хăй çине яваплăх илнĕ. Юлашки вăхăтра ăшă тытăмĕпе çыхăннă ыйту, хулара пурăнакансенчен кăмăлсăрланнине палăртнă чылай çыру çитнине çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕнче палăртаççĕ. Канăçсăрлантаракан ыйтусене уçăмлатма асăннă тытăмсем тӳрĕ лини ирттерчĕç. Чылай чухне хулара пурăнакансем раштав уйăхĕнче квитанци çинчи тăкак пĕчĕкрех, кăрлач уйăхĕнче вара пысăкрах пулнине пăлăртаççĕ. «Халăх çакна тарифа ӳстернипе çыхăнтарать. Анчах та ку ун пек мар», – палăртрĕç тӳрĕ лини вăхăтĕнче. Чăн малтанах ăшăпа усă курнăшăн квитанцие çирĕплетиччен коммуналлă çăмăллăхпа мĕнле тапхăрта, мĕн вăхăт усă курнине шута илеççĕ. Хăш чухне çак тапхăр 30 кунран сахалрах, хăш чухне вара 33 кун таран пулма пултарать. Çавна май квитанцире те тӳлемелли укçа-тенкĕ те ытларах пулĕ палăртрĕç çурт-йĕр патшалăх инспекцийĕн ĕçченĕсем. Çавăн пекех урамра еплерех çанталăк хуçаланнине те шута илмелле. Сивĕрех чухне, паллах, ăшăрах хутнине палăртмалла. Çакă та квитанци çине витĕм кӳрет. Шăпах та кăрлач уйăхĕ сивĕсемпе савăнтарчĕ, çавăн пекех тӳлемелли тапхăр та кунсемпе ытларах пулнă. Çакă витĕм кӳнĕ те хак пысăкраххи çине. Ăшăпа тивĕçтернĕшĕн тӳлемелли тариф вара ӳсмен. «Çитес уйăхра ăнланманлăхсем çуралмалла мар», – палăртрĕç ларăва пухăннисем

Похожие видео

Показать еще