Çулсем çинчи шăтăк-путăка саплаççĕ

24.03.2022
«Каллех çуркунне, каллех шăтăк-путăк». Çак сăмахсене пуш уйăхĕнче водительсенчен уйрăмах нумай илтме пулать. Çанталăк улшăнăвĕсене пула шăпах çуркунне çулсен пахалăхĕ чакать. Чăрмава вăхăтра пĕтерес тĕллевпе Чăваш Енре çул-йĕр юсас ĕçсем малалла пыраççĕ. Шăтăк-путăксем вырăнне хăçан такăр та тикĕс çул пулĕ? Ыйтăва пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕпчерĕ. БОРИС КАЗАКОВ: «Кашни çуркунне юрпа пĕрле асфальт та ирĕлнĕ пек туйăнать, питĕ нумай шăтăк-путăксем тупăнаççĕ таçтан. Эпĕ ытларах Сĕнтĕрвăрри шоссипе çÿретĕп, ачана садике илсе çÿреп, çавăнпа унта питĕ нумай». Борис Казаков кунне 3-4 хутчен Сĕнтĕрвăрри шоссипе çӳрет. Çавăнпа та унти çулăн пахалăхне аван пĕлет вăл. Хĕл иртсен асфальт çинчи шăтăк-путăк йĕркеленни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. Çак лару-тăру руль умне ларакансене пысăк чăрмав ан кӳтĕр тесе ятарлă службăра тăрăшакансем шăтăк-путăксене саплассипе çыхăннă юсав ĕçĕсем ирттереççĕ. АЛЕКСАНДР ЖИРНОВ: «Литой» текен асфальтпа вĕсене, шăтăкĕсене хуплатпăр, унăн составĕнче Битум, хăйăр, щебенка тата минераллă порошоксем. Çак эрнере пирĕн ĕçсем Сĕнтĕрвăрри шоссинче, Соляное, Гремячевский проезд, Базовый проезд, Путепровод мира тата Октябрьский мост. Эпир çак эрнере çак ĕçсене туса пĕтересшĕн». Хальлĕхе 2 000 яхăн тăваткал метр çинче ĕçсене пурнăçланă. Ку палăртнин 35-40 проценчĕпе танлашать. Хулара кунсеренех 5 бригада ĕçлет. Юр вăйлăрах ирĕлме пуçласан вĕсен йышне ӳстерме те палăртаççĕ. Шупашкарти çулсем çинчи шăтăк-путăксене саплас ĕçсене ака уйăхĕнче вĕçлеме палăртаççĕ. Юлия Адюкова, Николай Скворцов, Сергей Емельянов

Похожие видео

Показать еще