Хĕрлĕ тӳремре пухăнчĕç
Юнкун Шупашкарти Хĕрлĕ тӳрем пĕчĕк шăпăрлансен хаваслă сассипе, савăнăçлă йăл куллипе тулчĕ. Кунта икĕ пин ытла шкул çулне çитмен ачасем тата Чăваш Ен тĕп хулинчи 114 ача садĕнчи воспитательсем ăсату балне пухăнчĕç. ИНЕССА ШАШКИНА: «Эпир ку уява виçĕ эрне хушши хатĕрленнĕ. Пирĕн ачасем – пысăк маттурсем. Çавăнпа та пирĕн пысăк кăлтăксемех сиксе тухман. Эпир питĕ аван хатĕрлентĕмĕр». Хĕрлĕ тӳреме пурте лекеймест. Кашни ача садĕнчен ултшар шăпăрлан кăна. Вĕсен пурнăçĕнче ку пĕрремĕш бал. Çавăнпа унта хутшăнакан ачасем яваплăха аван туяççĕ. Чи пĕлтерĕшли – хусканусене асра тытасси, хумхану туйăмне çĕнтересси. АВГУСТИНА ВАСИЛЬЕВА: «Ку уява ачасем те, хамăр та кĕтнĕ. Ачасем питĕ савăнăçлă. Кăмăл-туйăмпа хатĕрленсе ташланă, тăрăшнă». Шкул çулне çитмен ачасен балĕ Чăваш Енре улттăмĕш хут иртет. Унта хутшăнаканнисен хисепĕ ӳссех пырать. 2018 çулта бала çĕршыври 200 чи лайăх мероприятисен йышне кĕртнĕ. Вальс, полонез, полька – ачасем виçĕ тĕрлĕ ташă кăтартрĕç. АЛИНА СОТНИКОВА: «Паянхи уяв пире пите килĕшрĕ. Ачасем питĕ маттур ташларĕç. Ача садĕнче ĕçлекенсем вĕсене питĕ лайăх, хитре ташлама вĕрентнĕ. Çавăпна эпир савăнатпăр, вĕсемпе мухтанатпăр». Балпа шăпăрлансен ачалăх вĕçленет темелле. Авăн уйăхĕнче вĕсем шкула кайĕç. Кунта ăс пухмалла, çĕнĕ тĕллевсене пурнăçламалла