Паян та паттăрлăх тĕслĕхĕ

23.03.2022
Чăваш халăхĕ хăйĕн ятне тĕнче шайне çĕклеме пултарнă ывăлĕ-хĕрĕсемпе, чăннипех, мухтанма, мăнаçланма пултарать. Вĕсен шутĕнче граждан вăрçин геройĕ Василий Иванович Чапаев та. Чăваш Енре пурăнакансемшĕн Василий Иванович уйрăмах çывăх. Унăн ячĕпе урамсем, вĕренӳ учрежденисем хисепленсе тăраççĕ. Шупашкарта Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ, музей те пур. Мухтавлă ентешĕмĕр 135 çул тултарнă тĕле музейре юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Паян шăпах вăл хăйĕн пĕрремĕш кураканĕсене йышăнчĕ. Василий Чапаев палăкĕ мăнаçлăн та капмаррăн курăнса паттăр ятне аса илтерсех тăрать. Уява пухăннисем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Çапла майпа вĕсем Василий Чапаев ячĕ ĕмĕрех асра пулнине çирĕплетрĕç. Дивизи командирĕ ячĕпе хисепленсе тăракан музее 1974-мĕш çулта нимелле çĕкленĕ. Унтанпа çуртра юсав ĕçĕсем пулман. Халĕ унăн сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăннă. Сăмахран, ятарлă сенсорлă панельсем пулăшнипе музей карттипе паллашма май пур. Унта ку е вăл зал ăçта вырнаçнине пĕлме май пур. Музейре малтанхи чылай экспоната упраса хăварнă. Вĕсем паянхи пурнăç таппипе килĕшсе тăраççĕ. Кунта тĕнчери паллă музейсенчен пĕрре те кая мар. ИРИНА МЕНЬШИКОВА: «Çĕнĕлетнĕ пулсан та малтанхи музей сăнарне сыхласа хăвартăмăр, мĕншĕн тесен кунта питĕ хитре витраж пур. Вăл республикăра та пĕрре кăна пирĕн. Ăна çак витраж технологисене упраса сыхласа тунă. Унтан чеканка. Ку вăл Василий ивановичăн вăрçă çулĕ çинчен каласа парать. Унтан унăн бюстне те сыхласа хăварс терĕмĕр, мĕншĕн тесен вĕсем пĕтĕмпе музей сăнарне тăваççĕ». ГЕННАДИЙ СОЛИН: «Пирĕн Чăваш Республикинче Василий Чапаев фончĕ пур. Ăна йĕркелесе пыраççĕ пирĕн ветерансем, Чапаев фондĕнче служить тунисем. Çав ĕçсемпе эпир ĕçлесе пыратпăр. Вăл пулас вăй эпир патшалăха упракан, сыхлакан çынсен ăрăвне хатĕрлетпĕр. Çавăн тӳпинче питĕ пысăк вырăн йышăнать çак музей». Музейри кинозала та çĕнетнĕ. Уява килнĕ сумлă хăнасем хăтлă та илемлĕ залра «Чапаев. Киношедевр историйĕ» документлă фильм курса киленчĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев музей çуртне юсама хутшăннă хастарсене хисеп хучĕпе тата асăнмалăх алла çыхмалли сехет парса тав турĕ. Василий Чапаевăн мăнукĕн кĕçĕн мăнукĕ Евгения Чапаева «Василек» кĕнеке çырса пичете кăларнă. Вăл паянхи уявра пурин валли те пысăк парне пулчĕ. Дивизи пуçлăхне, пĕрремĕш тĕнче тата граждан вăрçин паттăрне Чăваш Енре çеç мар, пĕтĕм тĕнчипех пĕлеççĕ. Çĕр-çĕр сăвă калăпланă ун пирки, пин-пин кулăш шăрçаланă, юрă-кĕвĕ хайланă, кинофильм ӳкернĕ. Василий Чапаев – 3 хут Георгий хĕресне тата медальне тивĕçнĕ, Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ. Халăхра ăна «хĕрлĕ атаман» тенĕ. Унăн ячĕ паян та паттăрлăх тĕслĕхĕ. Елизавета Цветкова, Екатерина Никитко, Павел Иритков

Похожие видео

Показать еще