Пĕлӳ шайне тĕрĕслеççĕ
Сăмахпа ытарлă усă курса кирек епле пулăма та пурнăç кĕртме, пĕр-пĕр саманта илемлетме, е пач та хурлама, кăмăла хуçма та пулать. Сăмахăн вайĕ вĕçĕмсĕр. Çакна шкулта вĕренсе тухакансем те аван пĕлеççĕ. Шăпах паян вĕсен сăмахпа усă курас ăсталăха тĕрĕслевре кăтарма тиврĕ те. 9-мĕш класс вĕренсе пĕтерекенсен çулла тĕп патшалăх экзаменне тытмалла пулĕ. Унччен вара кашнийĕ вырăс чĕлхипе экзамен тытиччен собеседовани тухать. Вара тин ачан экзамена кĕме ирĕк пулĕ. Паян 12 000 ытла вĕренекен вырăс чĕлхипе тĕрĕслеве хутшăнчĕ. Шупашкарти пĕрремĕш шкулта шăп-шăпăрт. Ачасем пурте хатĕрленеççĕ. Вĕсен пĕлӳ шайне тĕрĕслес тĕллевпе вĕсем валли икĕ ĕç хатĕрленĕ. Чăн малтанах 9-мĕш класс ачисем хатĕрленĕ текста вуласа тухаççĕ. Унăн тĕп шухăшне палăртни, сăнарсене еплерех шайра тишкерни пĕлтерĕшлĕ. Каярах вара хушма ыйтупа ĕç пулать. ТАТЬЯНА ИЛЬИНА: «Çак тĕрĕслевре калаçу чĕлхи еплерех аталаннине пăхаççĕ. Ачан пĕр-пĕр темăпа калаçма, ыйтусем çине хуравлама тата хăйĕн тавра-курăмне палăртма пултармалла. Вĕренекенсем те, вĕрентекенĕсем те, эпир пурте пăлханатпăр. Тăрăшса хатĕрлентĕмĕр çулталăкĕпех. Çавăнпа та вĕсем çак ĕçе, çак тĕрĕслеве тивĕçлĕ тухасса шанатпăр». Кирек епле тĕрĕслев те, паллах, хумхантарать. Çапах кашни вĕренекен ĕçе яваплă та тимлĕ пурнăçлама тăрăшать. Ксения Рыбкина, тĕслĕхрен, вырăс чĕлхипе литературине кĕçĕн классенченех килĕштерет. Çавăнпа та хумхану туйăмне сирсе ĕçсене тимлĕ тишкерсе пурнăçлама тăрăшать. Сăмах вĕççĕн тĕрĕслев тухни малашне çуллахи экзамена тытма та çăмăллăх кӳрĕ. КСЕНИЯ РЫБКИНА: «Кăçал эпĕ тăххăрмĕш класс вĕренсе пĕтеретĕп. Паян эпир вырăс чĕлхипе экзамен пирвайхи пайне тытрăмăр. Эпир ăна вырăсла собеседовани тетпĕр. Çак тапхăрта пирĕнтен вырăсла таса та тикĕс вуланине, ыйтусем çине хуравлама пĕлнине тата ку е вăл темăпа калаçу ирттернине пултарнине тĕрĕслеççĕ».
Похожие видео
Показать еще