Тĕнче шайĕнче хӳтĕлĕ

24.03.2022
Малтан «Мини мисс», кайран «Чăваш Ен мисĕ», «Раççей мисĕ» тата «Тĕнче мисĕ». Хĕрачасем пĕчĕкренех Раççей тата пĕтĕм халăх сцени çине тухма, куракансен, жюрисен чĕрисене тыткăнлама вĕренеççĕ. «Чăваш Ен пĕчĕк мисĕ» конкурс финалĕ республика чысне тĕнче шайĕнче кам хӳтĕлессине палăртрĕ. – Хĕр ачасем, эсир хумханатăр-и? – Çук! – Кам çĕнтерет вара паян? – Эпĕ! Пĕчĕкскерсем сцена çине тухнă чух хумханмаççĕ. Конкурса хутшăнакансенчен чи кĕçĕнни – 5 çулта. – Эсĕ хумханатăн-и? САИДА ГАЛИЕВА: «Çук. Эпĕ сценăран хăрамастăп». «Чăваш Ен пĕчĕк мисĕ» конкурсра çĕнсе илнĕ пуç кăшăлĕ – Раççей сцени çине тата тĕнче шайне тухма май парать. Çавăнпа та чĕтрекен сасă, хумхану сцена хыçĕнче юлать. Çак куна ачасем пĕр уйăха яхăн хатĕрленнĕ: сăнарсем шухăшласа тупнă, юрра-ташша вĕреннĕ. Пулас модельсене уява хатĕрленме амăшĕсем пулăшнă. Çамрăк, пултаруллă, илемлĕ те хавас кулăллă хĕрсене жюрисем те кăмăлланă. НАТАЛЬЯ ДЕВЯТЫХ: «Пирĕн тĕп тĕллев – чи кирлĕ хĕре, хĕр ачана тупса палăртасси. Вăл «Раççейри пĕчĕк мисс» конкурса кайса пирĕн юратнă республика чысне хӳтĕлĕ». Конкурса 40-е яхăн хĕр ача хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Вĕсем пурте илĕртӳллĕ те маттур. 13-мĕш тата 37-мĕш номерлĕ çăлтăрсем пĕрремĕш вырăнта. Кристина Пильщиковăпа Анна Думнова «Чăваш Ен пĕчĕк мисĕ» конкурсра чи илемлĕ те чаплă пуç кăшăлне илме тивĕç пулчĕç. Елизавета Цветкова, Екатерина Никитко, Сергей Емельянов

Похожие видео

Показать еще