Чăваш Ене Раççей карттинче тĕрлет

22.03.2022
Çĕршыври 85 региона пĕр пир çинче курма пулĕ. Чăваш Республикинче Раççей карттине тĕрлеççĕ. Çак ĕç тĕрлĕ тăрăхри тĕрĕ ăстисене пуçтарать. Карта халăхсен культура эткерлĕхĕпе паллаштарать. Чăваш Ен карттине тĕрлеме Надежда Кузнецова ăстана палăртнă. Иртнĕ çулта вăл «Пурăн, чăваш тĕрри» конкурсра Гран-при çĕнсе илнĕ. Надежда Михайловна чăваш халăхĕн ташă тутрине тĕрленĕ. Раççейĕн эрешленĕ карттинче кашни регион хăйĕн пултарулăхне кăтартать. Проекта Чăваш Ен пуçарнă. Эппин пирĕн хамăра тивĕçлĕ шайра кăтартмаллине палăртать тĕрĕ ăсти. Тĕрĕре чăваш халăхĕн ăс-хакăлĕпе тĕнче тавракурăмне сăнлама тĕллев лартнă. НАДЕЖДА КУЗНЕЦОВА: «Вĕсем яланах шутланă: «Халăх аталанать, пурăнать». Йăх тăсăлать. Çавăнпа чăваш тĕрринче пуçламăшне те, вĕçне те тупма çук. Эпир çакна кăтартса парас терĕмĕр. Кунта пирĕн тĕнче йывăççи хире хирĕçле чĕрчунсем тăраççĕ. Лаша арçынна пĕлтернĕ, кайăк тĕрленĕ пулсан пĕлтернĕ хĕрарăма». Эрешре телейлĕ çемье ӳкерĕнĕ. Унтах ывăлĕсемпе хĕрсене – йăх тăсатакансене тĕрленĕ. Чăваш халăхĕ мĕн-авалтан ытт

Похожие видео

Показать еще