Чăваш Ен кунĕсем — Мускавра

20.07.2022
Мускавра Чăваш Ен кунĕсене пысăк суту-илӳ центрĕнче ирттересшĕн. Ун пирки паян республика Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей Президенчĕн Чăваш Ен элчипе Алексей Ладыковпа сӳтсе яврĕç. Мускавра «Патриот» паркра Сăр чиккисене тунă паттăрсене халалланă курав уçасси, çак темăна халалласа метрора ятарлă вагон çӳреттерме пуçласси пирки каларĕ Раççей Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Ен элчи Алексей Ладыков. Ку проекта Чăваш Республики Мускав хулин Правительствипе çирĕплетнĕ килĕшӳпе пурнăçланă. Мухтавлă ентешсен çулталăкĕнче Мускавра полпредство çуртĕнче икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ ятне илме тивĕçнĕ Андриян Николаев летчик космонавта халалласа асăну хăми уçĕç. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕршыв Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Енĕн полномочиллĕ представительне Мускавра чăмăртаннă йăхташăмăрсемпе тачăрах ĕçлеме сĕнчĕ. Тĕрлĕ проектсене ăнăçлă пурнăçлама пулăшнăшăн тав турĕ. Çавăн пекех вĕсем «Шкул – 2025» тата ытти пуçарăва сӳтсе яврĕç

Похожие видео

Показать еще