Пулăшупа тивĕçтереççĕ

24.03.2022
Чăваш Ен Луганск тата Донецк халăх республикисенчен килекенсене пулăшма хатĕр. Чи пĕлтерĕшли халĕ инкеке лекнисене пулăшупа тивĕçтересси. Волонтер центрĕсенче ырă кăмăллă çынсенчен япала, апат-çимĕç тата ытти хатĕр йышăнаççĕ. Аякран килнĕ çынсене «Лесная сказка» канмалли лагертье уçнă социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центра вырнаçтарчĕç. Хальлĕхе унта 2 çемье вăхăтлăх лăпкăлăх тупрĕ. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Шупашкарти реабелитаци центрĕнче Донецкпа Луганскран килнĕ икĕ çемье ачасемпе реабилитаци курсне ирттерчĕ. Реабилитаци курсĕ вĕçленнĕ хыççăн вĕсем хăйсен тăван çĕршывне каялла таврăнмалла пулнă. Анчах та çак паллă событисене пула реабилитаци курсне эпир малалла тăсрăмăр. Ун хыççăн 23-мĕш февральте пуйăспа хăй тĕллĕн çак çемьен тăванĕсем пирĕн пата Чăваш Ене пырса çитрĕç». Çемье пуçлăхĕ Роман Бургело Любомила хĕрĕпе Чăваш Ене ятарлă программăпа усă курса реабилитаци тухма килнĕ. Ывăлпа мăшăр вара тăван тăрăхра юлнă. Пăлхануллă лăру-тăру хуçаланма пуçласан ашшĕ чĕри, паллах, пĕр самантлăха та лăпланайман. Пĕр шухăшлă пулса çемье Чăваш Ене килме шутланă. Халĕ тинех çемье пĕрле. ИРИНА БУРГЕЛО: «Эпир ир-ирех çула тухрăмăр, чикĕ патне çитичченех ман пата анне шăнкăравларĕ. Эсир вăхăтра çула тухрăр, кунта пеме пуçларĕç. Эпир кунта килнĕренпе тăван тăрăхра пĕр кун та лăпкă иртменнине пĕлетĕп». Икĕ çемье халĕ вăхăтлăха «Лесная сказка» канмалли лагерьте вырнаçрĕç. Кунта пурăнма хăтлă та меллĕ майсем туса пама тăрăшнă. Волонтерсем те яланах пулăшма хатĕр. ЕГОР КАЛИН: «Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене эпĕ чун-чĕререн пулăшасшăн та, çавăнпа кунта волонтер пек килтĕм. Çынсен пĕр-пĕрне пулăшмалла». Гелых çемйи те реабилитацире пирĕн тăрăхра пулнă. Елена хăйĕн ывăлĕпе вăхăтлăх пулăшу центрĕнче вырнаçрĕç. «Апла пулин те чунра лăпкă мар, тăван кил пирки шутлатăп», – тет Елена. Паян çемьесем шкула каймалли документсене хатĕрлеççĕ. Кĕçех ачасем ытти шăпăрлансем пекех лăпкă та хăтлă шкулта ăс пухма пуçлĕç. Маргарита Мельникова, Екатерина Никитко, Павел Иритков

Похожие видео