«Манăн бизнес» услама аталанма пулăшать

19.04.2022
Çĕршыв экономикинче усламçăсен тӳпи те, пĕлтерĕшĕ те çулсерен ӳссе пырать. Патшалăх та хăйсен ĕçне пуçаракансене тĕрлĕ енлĕн пулăшса пырать. Шупашкарти «Манăн бизнес» центр ĕçлеме пуçланăранпа 2 çул çитрĕ. Вăл пĕчĕк тата вăтам услама аталанма 14 пулăшупа тивĕçтерет. Çĕршыв Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ элчи тата сумлă хăнасем те центр ĕç-хĕлĕпе паллашрĕç.

Похожие видео

Показать еще