Халăх ыйтăвне тивĕçтермелле
Чăваш Енре нумай хутлă çуртсене пăхса тăракан 196 пĕрлешӳ. 106 организаци халăха коммуналлă пулăшупа тивĕçтерет. Иртнĕ çул патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ çурт-йĕрпе çыхăннă саккунсене пăсмалла ан пултăр тесе 676 асăрхаттару тунă. Çакăн пирки пĕлтерчĕ те инспекци ертӳçи Виктор Кочетков Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа тĕл пулсан. Патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕ халăх ыйтăвне мала кăларса ĕçлет. Пĕлтĕр çеç вĕсем компенсацие уйрăммăн шутлаттармалли пирки 47 ыйтăм шута илнĕ. Тĕслĕхрен, Шупашкарти Байдула урамĕнче 6-мĕш çуртра ăна пăхса тăракан организаци ăшăшăн чи пысăк виçерен иртнĕ тарифпа шутласа панă. Тĕрĕслев хыççăн коммуналлă пулăшушăн илнĕ тӳлевшĕн пысăклатса илнине каялла тавăрса памалла тунă. Çакнашкал тĕслĕх тата та пур. Кăçал çурт-йĕрпе çыхăннă саккунсене пăснăшăн инспеци ĕçченĕсем 200 асăрхаттару çырнă. Çуртсенче тĕп юсав ирттерессипе республика программи мĕнле пурнăçланнине те тишкерет ку тытăм. Нумай хваттерлĕ çуртсенче инженери тытăмне тĕпчеççĕ. Кĕске вăхăтра юсав ирттермелли программăна хăшĕсене кĕртмеллине шута илеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн халăх ыйтăвне мала кăларса ĕçлемеллине палăртрĕ. Çавăн пекех Олег Алексеевич çуртсене пăхса тăракан регионти муниципаллă пĕрлешӳсем йĕркелемеллине каларĕ. Вĕсем шăпах уйрăм организацисемпе тупăшма пултарĕç, çавăн пекех нумай хваттерлĕ çуртсене пăхса тăмалли стандартсене пысăклатĕç