Ыйту нумай, шанăç пур

23.03.2022
Ачасен хăрушсăрлăхĕшĕн тăрăшакансем, халăх пухăнса канмалли вырăнсем хатĕрлес текенсем, историллĕ пулăмсем пирки ытларах каласа парас текенсем – Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева халăха тĕрлĕ ыйтупа йышăнчĕ. Унта район администрацийĕсен пуçлăхĕсем те онлайн мелпе хутшăнчĕç. Канаш районĕнчи Уçырмара ача сачĕ пур-ха. Анчах унта стена çурăлма пуçланă. Çав çурăк çĕр вылянипе пĕр пысăкланать, пĕр пĕчĕкленет. Ача садĕнче юсав кирлĕ. Роза Малина çак ыйтупа çитнĕ те. Юсав тума проектпа смета хучĕсем хатĕрленĕ, юсав ирттерме йышăну та тунă. РОЗА МАЛИНА: «Çак ĕçе васкатас тесе килтĕмĕр, 2023-мĕш çула хăварас мар тесе килтĕмĕр, мĕншĕн тесен 2023-мĕш çулта паянхи тунă проектсен хакĕсем ӳссе пыраççĕ. Вĕсем ӳссе пынă май проект хакĕ ӳсет. Кайран ĕçлекен çынсене тупма йывăр пулать, мĕншĕн тесен проект тунă вăхăтра 33 миллион тенкĕ пулнă пулсан, паянхи куна 35 миллион тенкĕ ытла. 2023-мĕш çула юлсан çакăн хакĕ тата нумай ӳсет». Муркашсене те юсав ыйтăвĕ канăçсăрлантарать. Ялта халăх пухăнмалли вырăна çĕнетмелле. Клуб тумалла тесе 2017-мĕш çулта проекта кĕртнĕ. Таврари 5 ял халăхне пухма пултарĕ вăл. ВЕНЕРА АКИМОВА: «Проектне тунă-ха эпир, анчах икĕ çул хушшинче ял поселенийĕн пуçлăхĕ улшăнни пирки, тепри килни пирки экспертиза тухаймастпăр. Халĕ ĕнтĕ 2022-мĕш çул çитрĕ. Çак ыйтупа çăканта çитрĕм. Пирĕн клуб патне 5 ял кĕрет: Крикакасси, Эхветкасси, Калмыково, халăхĕ питĕ нумай, пĕрле пулса ларма вырăнĕ çук, çавăнпа çак ыйтăва татасса шанатпăр». Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева ялта пурăнакансем пуçаруллă пулнишен савăннине, вĕсем çивĕч ыйтусем çĕкленине палăртрĕ. «Тĕрлĕ программа ĕçлет. Вĕсемпе ял халăхĕн ыйтăвне татса пама тăрăшăпăр», - терĕ вăл. Алина Сусметова, Роза Деменцова, Бахтияр Велиев

Похожие видео

Показать еще