Ачасем чӳречерен тухса ӳкеççĕ

14.07.2022
Чăваш Енре çулталăк пуçланнăранпа нумай хваттерлĕ çурт чӳречисенчен 14 ача тухса ӳкнĕ. Иртнĕ эрнере тӳрех икĕ хĕрача реанимацие лекнĕ. Вĕсем чĕрĕ, йывăр сусăрланнă. Пăтăрмахлă тĕслĕхсенче кам айăплă? Вĕсем ан тухчĕр тесен мĕн тумалла? Тупсăмĕ – пирĕн сюжетра. Пĕлтĕрхи çур çулта та 26 ача чӳречерен ӳкнĕ тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен иккĕшне çăлса хăварайман. АЛИНА САВЕЛЬЕВА: «Çак пулăмсен сăлтавĕ – ачасене пӳлĕмре пĕччен хăварнипе çыхăннă. Тата чӳрече уçă тытнипе çыхăннă. Халĕ шута илнĕ тĕслĕхсемпе Республика Прокуратури тĕрĕслевсем ирттерет». Çуллахи пăчă çанталăка пула чылай чухне чӳречесене уçă тытаççĕ. Çапах та кантăк куçĕ тухса ӳкнипе е москитлă сетка çăлăнса тухнипе ачасем çӳлти хутранах тухса ӳкеççĕ. Пĕрисем – сывă юлаççĕ, çапах та йывăррăн сусăрланаççĕ. Теприсем – ĕмĕрлĕхе куçне хупаççĕ. АЛИНА САВЕЛЬЕВА: «Ашшĕ-амăшĕсене те каласа хăварас килет. Тархасшăн, ачăрсене пӳлĕмре пĕр самантлăха та ан хăварăр. Чӳречесене уçă тытмалла мар. Ун умне хăпарса тăма ачан май ан пултăр. Чӳрече умĕнче лартнă сеткăсене пĕрре те шанмалла мар. Вĕсен çирĕплĕхĕ шанчăклă мар». 2020-мĕш çултанпа çĕнĕ çуртсене блокираторпа çеç йышăнасси çинчен постановлени хута кайнă. Кивĕ хваттертен пурăнакансен те çак хатĕре лартма тăрăшмалла. Унăн хакĕ – 200 тенкĕрен хаклă мар. Пĕлтерĕшĕ вара калама çук пысăк

Похожие видео