Ача сачĕсем хăçан уçăлаççĕ?

24.03.2022
Проектпа смета докуменчĕсене çиелтен хатĕрленипе, строительство материалĕсем кĕтмен çĕртен хакланнипе республикăри чылай ача садне вăхăтра уçайман. Çапах та ашшĕ-амăшĕ, пепкесем вĕсем уçăласса куç пек кĕтеççĕ. Çак кунсенче респуликăри вĕрентӳ министерствин, хула администрацийĕн, прокуратура ĕçченĕсем унта тĕрĕслевпе çитрĕç. Мĕн асăрхарĕç-ха вĕсем? Шупашкарти Асламас урамĕнчи 20-мĕш çуртра кĕçех пысăк «Малышок» ача сачĕ уçăлмалла. Хĕрлĕ хăю карса савăнăçлă уяв çывхарасса пепкесем те, унта ĕçлекенсем те кĕтеççĕ. Строительсем ырми-канми вăй хураççĕ. Ĕçсене туса пĕтернĕренпе пĕрех. 211-мĕш садикре теттесене, сĕтелсене, çывăрмалли кроватьсене вырнаçтарнă ĕнтĕ. Теттесем те ачасемсĕр тунсăхланă. 110 пепке кĕçех кунта çӳреме пуçлать. Хальлĕхе, пуш уйăхĕн 15-мĕшĕччен, объект усă курма юрăхлине çирĕплетекен хут кĕтеççĕ кунта. Ача сачĕ вăхăтра уçăлманни документсен пахалăхĕ япăх пулнипе çыхăннă. АЛЕКСЕЙ ЛУКШИН: «Эпир 14-мĕш микрорайонти ача садне хута ярас пирки пуçтарăнтăмăр. Çак ача садне 2020-мĕш çулта тума пуçланă. Паян тăватпăр ача садне кĕртесси – апрелĕн 15-мĕшĕччен ачасем садика çӳреме пуçлĕç». «Благовещени» микрорайонта та çĕнĕ ача сачĕ уçăлайман-ха. Строительсем пуш уйăхĕн 31-мĕшĕччен ку ĕçе вĕçлеме сăмах параççĕ. Строительство материалĕсем хакланнипе çыхăннă ку теççĕ вĕсем. Республикăри вĕрентӳ министерстви те, хула администрацийĕ те, прокуратура ĕçченĕсем те ку ыйтăва тимлĕхре тытаççĕ. АЛЕКСЕЙ ИВАНОВ: «31-мĕш мартчен кăçалхи çул объектсене хута яма илнĕ. Çавăнпа та подрядчик хăйĕн ĕçĕсене чипер йĕркелесе вырнаçтарасса шанатпăр. Прокуратура органĕсем, хула администрацийĕн ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕсене çак объектсене вăхăтра пĕтерччĕр тесе». «Университет-2-мĕш» микрорайонта 250 ача валли шкул умĕнхи пĕлӳ паракан вĕрентӳ учрежденийĕ уçăлмалла. Строительсем кунта ывăнма пĕлмесĕр вăй хураççĕ. Объект 87 процент çеç хатĕр. Хушма подряд организацисене хутшăнтарса ку ача садне вăхăтра туса пĕтересшĕн. Регина Кубайкина, Наталья Егорова, Игорь Зверев

Похожие видео