Ĕçре хăват тупнă
Вăрман каснă, авăн çапнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Пĕчченхыр ялĕнче пурăнакан Мария Федорова хăйĕн ĕмĕрĕнче нушине сахал мар курнă. Ачаранпах кинемей ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ. Тăхăр теçеткерен каçнăскер вăрçă çулĕсенче ырми-канми тăрăшнă. Çĕнтерĕве тылра туптанă паттăрпа Алексей Зотиков тĕл пулчĕ. Паллах, Мария Егоровна Федорова çуралсан ашшĕ-амăшĕ ылханман ĕнтĕ. Хĕр пĕрчи килнипе вĕсем савăннах, анчах та самани çапла пулнă. Ашшĕ-амăшĕн арман пулнипе вĕсене кулак тесе айăпланă, Çĕпĕре ăсатнă. Кипкери Машăна та çывăх çыннисем пĕрле илсе кайнă. Çапла пуçланнă Мария Федоровăн кун-çулĕ. «Атте-анне шахтăра ĕçлетчĕ, эпир путвалта пурăннă, мана аслисем пăхнă. Çĕпĕртен каялла хăçан таврăннине эпĕ астумастăп», – аса илӳ çăмхине сӳтрĕ Мария Егоровна. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă чухне кинемей улăхра ĕнесем пăхнă. 11 çулта пыракан хĕр ача та аслисемпе пĕрлех вăрçă нушине хăйĕн çинче тӳснĕ. МАРИЯ ФЕДОРОВА: «Вăрман касма стокасси тĕлне ячĕç пире. 32 çулта çуралнă ача та пирĕнпе пĕрле. Ун чухне çыннисем çук. Эпир тăваттăн, пире уйрăм кастараççĕ. Юлнă арçыннисем хăйсем уйрăм. Пĕр йывăçа пĕр эрнере аран касса тураса пĕтертĕмĕр. 30 кубометр вутти пулчĕ метр тăршшĕ». Хĕлле вăрман каснă, çулла колхозра ĕçленĕ. Авăн çапнă вăхăтра ирхи шуçăмпа тухса кайнă та каç кӳлĕм килнĕ. Тырă акнă, суха тунă, икĕ лаша кӳлсе жнейкăпа тырă вырнă. Мăн çын тумалли ĕçсене пĕве кĕмен ачасем тунă. МАРИЯ ФЕДОРОВА: «Çав Тĕрмĕш ялĕнчи хĕрачи вилнине астăватăп. Эпир çапла анаталла анатпăр. Машинсем чупаççĕ. Вĕсем те, çамрăксем, вăрман касма пыраççĕ. Ман пеккиях ĕнтĕ вăл. Машин хăпарса каять те, прицепĕ татăлса каять. Эпир тартăмăр, вăл тараймарĕ. Пуç урлă каçса кайрĕ прицепĕ. Вилчĕ вăл хĕрача. Сап-сарăскерччĕ». Нушине-тертне чылай курнă пулсан та Мария Егоровна пурнăçа юратать. «Ĕç мана вăй парса пынă. Ачасене те ĕçе юратма вĕрентрĕм», – тет кинемей. Мария Федорова мăшăрĕпе пĕрле 7 ача – виçĕ ывăлпа тăватă хĕр – çуратса ӳстернĕ. Кашнинех тăван çĕршыва юрăхлă çын тунă. Çичĕ ача çуратнăшăн вăл Ача амăшĕн медальне тивĕçнĕ. Халĕ Мария Егоровна 11 мăнукĕпе, 7 кĕçĕн мăнукĕпе тата пĕр кĕçĕн-кĕçĕн мăнукĕпе савăнать. «Вĕсем мана пурăнма вăй-хал параççĕ», - тет Мария Егоровна. Алексей Зотиков, Георгий Кривошеин