Чăваш ташши Испани халăхне тыткăнланă HD
09.07.2014 Çак ачасем савăнăçлă кăмăл-туйăмпа, илемлĕ хусканупа, чăваш ташшипе тĕнчене тыткăнлама хатĕр. «Эмоция» ташă ушкăнĕ Испанире иртнĕ «Алегрия» фестивале хутшăнса çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Грузирен, Италирен, Турцирен, Польшăран , Нидерландырен, Словакирен килнĕ пĕчĕк артисем хушшинче чăваш ачисем хăйсен ăсталăхĕпе тĕлĕнтерме пултарнă.