МĂШĂРĂМ - Александр ВАСИЛЬЕВ юрлать. Сăвви Анатоли ЫРЬЯТĂН. Кĕвви Александр ПАВЛОВĂН.

13.06.2018
МĂШĂРĂМ - Александр ВАСИЛЬЕВ юрлать. Сăвви Анатоли ЫРЬЯТĂН. Кĕвви Александр ПАВЛОВĂН https://youtu.be/qAqxGbx20gw МĂШĂРĂМ Сăвви Анатоли ЫРЬЯТĂН. Кĕвви Александр ПАВЛОВĂН. Александр ВАСИЛЬЕВ юрлать. 1. Хăрамарăм тус тума ялти хĕре, Шухăшларăм ирхи каç, лăпланмасть чĕре. Чăтаймарăм уйăх тулнă каçхине: - Мăшăрăм пулсамччĕ? - терĕм эп савнине. Туйĕ пулчĕ вăхăтра, çиçеç куçсем, Ĕмĕр сакки сарлака, тулли ĕмĕтсем. Алсенче çиçсе ялтрать венчет çĕрри, Атте-анне пилĕ малаш çулăн хĕрри . ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ: Мăшăрăм, мăшăр, Ылтăн кĕрĕн сар пучахĕ. Мăшăрăм, шанчăкăм, Сÿнми юрату вучахĕ. Мăшăрăм, мăшăр, Турă панă пил сăвапĕ. Мăшăрăм, шанчăкăм , Çутă кĕмĕл, эс, телейĕм ман. 2. Ирхи шуçăм çутипеле эс вăранан, Шăкăл-шăкăл калаçса чуна эс уçан. Юрату кăвайчĕ сÿнмессе шанса, Пурăнасчĕ яланах пĕрле савăнса. Пĕтĕм пурлăх, çемье чысĕ - юрату, Чĕремре вырнаçрĕ сан асамлă яту. Мĕн тери телей, савниçĕм, эс пурри, Ĕмĕр-ĕмĕрех упратăр сана Турри . ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ. Все права на публикуемые материалы: музыку, фотографии, картинки, видео, стили, переходы принадлежат их владельцам и взяты из открытых источников сети Интернет. Я благодарен авторам за возможность их использования в своей работе. (!)УБЕДИТЕЛЬНАЯ просьба, все претензии или предложения писать в личку либо на e-mail.

Похожие видео

Показать еще